Ял пурнӑҫӗ
![]() Алькешри Тукташ урамӗнче пурӑнакансен хӑйсен килне лекес тесен е ҫуран каймалла, е хирпе ҫаврӑнмалла. Урамӗ пур та ҫитме май ҫуккине телекурав журналисчӗсем кайса курнӑ. Ҫӗр лаптӑкне ҫынсем ҫичӗ ҫул каялла илнӗ. Ун чухне вӗсене лайӑх урам, инҫех мар футбол уйӗ тата пӗве пулать тесе шантарнӑ-мӗн. Ҫӗнӗ урам тавра уйрӑм ҫын участокӗсем вырнаҫнӑ пирки лешӗсем ҫавсене карта тытса ҫавӑрнӑ. Анчах Тукташ урамӗнче пурӑнакансем карта хуҫисемпе калаҫса татӑлса ҫуран та пулин кӗрсе ҫӳресчӗ тесе ирӗк илнӗ. Анчах урапасемпе унта пырса кӗреймӗн, ҫавна май хирти урапа ҫулӗпе, ҫын ҫӗрӗ тӑрӑх, кайма тивет. Ҫынсем пӗрле пухӑнса ҫула сарма та хатӗр-мӗн. Ҫак шухӑшпа вӗсем темле шайри пуҫлӑх патне те ҫитнӗ. Анчах тӳре-шара ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫлама май килмест тесе хуравланӑ. Килес ҫул кадастр ӗҫне, хутсене хатӗрлесен 2017 ҫулта тин программӑна кӗрес шанчӑк пур тесе вырӑнти, Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче, пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӑвай районӗнчи Тенеялӗнче кӑҫал савӑнӑҫ хыҫҫӑн савӑнӑҫ пулнӑ. Малтанах унта фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттернӗ ҫӗре хӑнасем килнӗ. Унтах Валерий Николаевич Иванов та, унтах ҫуралнӑскер, пулнӑ. Ял халӑхӗ пуҫтарӑннӑ, пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑсем шӑрантарнӑ. ФАПа кӗрсен урӑх калаҫу пуҫланнӑ. Рита Бикметова Валерий Николаевичран ыйтнӑ: «Фельдшер пурӑнакан урама машинӑпа тухмалла тума пулмасть-ши? Ял фельдшерӗ хӑй руль тытса машинӑпа ҫӳрет пирӗн. Чирлӗ ҫын патне чӗнсен, тухса кӗме чӑнах та кансӗртерех ҫулӗ». Ҫав кунах ҫула виҫнӗ. Икӗ кунра чул сарса ҫул туса панӑ та. Ку суйлав хыҫҫӑн пулнӑ. Антонина Егорова фельдшер урамӗнче халӗ пылчӑкра та урапапа ҫӳреме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӗсем ҫӳлтен пулӑшасса кӗтмеҫҫӗ, хӑйсемех тавралӑха хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Сӑмах Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Волковсем пирки. Ял халӑхӗпе пӗрле вӗсем ҫырма-ҫатрара пӗве тунӑ, катамаран та ярӑнтарать халь унта. Халӗ пиччӗшӗпе шӑллӗ йывӑҫран беседка тӑваҫҫӗ, тӗрлӗ кӳлепепе Тихӑнушкӑнь ялне илемлетеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫеҫ унта пӗве пулман. Ҫакна тунӑ ҫӗре пӗтӗм ҫын хутшӑннӑ. Тӑватӑ ҫулта вӗсем 3 пӗвене шыв тултарма пултарнӑ. Пӗрисем укҫан пулӑшнӑ, теприсем — техникӑпа. Халӗ унта катамаранпа ярӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Владимир Волков яла пӑчлантарасшӑн мар. Пиччӗшӗпе шӑллӗ йывӑҫран касса кӑларма ӑста. Йӑлтах укҫасӑр тӑваҫҫӗ вӗсем. Волковсем хулара пурӑнаҫҫӗ, анчах тӑван ялӗ пирки манмаҫҫӗ. Ҫуртӗнче йӑлтах йывӑҫран. Кун пек илемлӗ яла килес те килет. Туристсене те кӑтартма пулать. Волковсем малаллах ӗҫлесшӗн-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫанталӑк кӗр енне кайнӑ май кунсем кӗскелсе пыраҫҫӗ, каҫсем вӑрӑмланаҫҫӗ. Пахчари ӗҫсем те вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Ҫавна май ял ҫыннин пушӑ вӑхӑт тупӑнать. Районсенче, ялсенче концертсен сезонӗ уҫӑлать. Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫ ялӗнчи клубра та ҫакна халалласа концерт иртнӗ. Концерта тӗрлӗ жанрпа пуянлатнӑ. Хӗрарӑмсен «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗ илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ. Драма ушкӑнӗ ял ҫыннисене хӑйсен спектаклӗсемпе темиҫе ҫул савӑнтарать. Хальхинче Альбина Игнатьевӑпа Алексей Миронов «Мыскара» сценка кӑтартнӑ. Культура ӗҫченӗсем кун пек ӗҫсене ҫемье ансамблӗсене те явӑҫтараҫҫӗ. Игнатьевсем ав «Пурнӑҫ урапи» юрра юрланӑ. Ҫамрӑксене те концертсене хутшӑнма илӗртеҫҫӗ. «Весельчаки» хореографи кружокӗнчи хӗрсем халӑх кӑмӑлне ҫӗленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Авӑнӑн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче уяв иртнӗ. Пӗлӳ кунӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ. Алманчӑсене саламлама Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов та килнӗ. Уява ытти сумлӑ хӑна та ҫитнӗ. Малтанах культура ӗҫченӗсем хӑнасене ял историйӗпе паллаштарнӑ, унтан концерт лартнӑ. Н.Глухов, О.Мешков, Г.Петров пухӑннисене ял тӑрӑхӗн социаллӑ экономика аталанӑвӗ пирки кӗскен каласа кӑтартнӑ. Унтан «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнисене чысланӑ. Лидия Ковалюк поэтессӑна «Алманчӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Вӑл Ҫӗпӗрте вӗреннӗ, унтан ЧППУна килнӗ. Малтанах Алманчӑ ялӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтан ытти шкулсенче вӑй хунӑ. Шупашкарта 1981 ҫултанпа пурӑнать. Лидия Алексеевна 8 кӗнеке кӑларнӑ, Алманчӑ ялӗн гимнне ҫырнӑ. Ял уявӗнче ачасем валли аттракционсем ӗҫленӗ. Ҫӗрулми кӑлармалли вӑхӑт пулсан та халӑх уявра савӑнма васканӑ. Сӑнсем (33) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районӗнчи Ванюшкасси ялӗ те хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче ял халӑхӗ уяв лапамне пухӑннӑ. Ванюшкассисем ҫуралнӑ куна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Сценӑна вӗсем «С праздником» баннерпа илемлетнӗ, саксем лартнӑ. Малтанах ванюшкассисене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Андрей Владимирович Ванюшкассинче ӗҫчен ҫынсем пурӑннине палӑртнӑ. Ав нумаях пулмасть Вадим Николаев РФ Федераци Канашӗн пайташӗ пулса тӑнӑ. Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Ольга Белоусовӑна, Геннадий Владимирова, Анатолий Леонтьева, Олег Леонтьева, Василий Лукина, Марина Платоновӑна, Зинаида Яковлевӑна тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Петрова пухӑннисене Ванюшкасси ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Унтан тӗрлӗ конкурссем ирттерсе чи маттуррисене чысланӑ. Концерт вӗҫленсен ташӑ каҫӗ малалла тӑсӑлнӑ. Сӑнсем (41) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурлан 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхьялӗ уява пухӑннӑ. Халӑх ял уявне анлӑн паллӑ тунӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ: Ҫӑкалӑхьялӗ 340 ҫул тултарнӑ. Уява пӗрремӗш хут 1997 ҫулта Николай Михайлов пуҫарӑвӗпе паллӑ тунӑ. Вӑл — ял старости. Унтан ҫынсем 2003 ҫулта уява пухӑннӑ. Кайран ял 335 ҫул тултарнипе паллӑ тунӑ. 2013 ҫулта та ҫакалӑхьялӗсем пӗрле ташласа савӑннӑ. Халӗ те ял юбилейне халӑх туслӑн пухӑннӑ. Уяв Николай Чудотворец часавайӗ тата ҫӑлкуҫ патӗнчен пуҫланнӑ. Унта Илия атте шыва сӑвапланӑ. Унтан халӑх клуб умне пухӑннӑ та «Алран кайми аки-сухи» юрланӑ. Хисеплӗ хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем чечек куравӗпе паллашнӑ, чӑваш апатне тутаннӑ, килте вӗретнӗ сӑра ӗҫнӗ. Ҫӑкалӑхьялӗсен ял уявӗнче чи маттуррисене чысласси йӑлана кӗнӗ. Чи хастаррисем — Ольга Иванова, Галина Егорова, Валентина Алексеева, Серафима Архипова, Александр Ильин, Нина Иванова, Екатерина Никитина — хисепе тивӗҫнӗ. Ҫемьере нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакансене те чысланӑ. Халӑха «Ҫӑкалӑх» вокал ансамблӗ, чӑваш эстрада юрӑҫисем юрӑсемпе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кашни хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлать: пӗрисем хӗрсе тыр-пул пуҫтараҫҫӗ, теприсем юрласа ташлаҫҫӗ. Сӑмахӑмӑр — совет самани вӑхӑтӗнчи йӑлана аса илсе агитбригадӑсем уй-хирпе ферма тӑрӑх ҫӳрени пирки. Вӗсем халӗ республикӑри мӗнпур районтах хастарланчӗҫ темелле. Комсомольски районӗнчи Элпуҫ ял тӑрӑхӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем те ҫуллахи кун килте лармаҫҫӗ, механизаторсемпе ытти уй-хир ӗҫченӗ вӑй хунӑ ҫӗре ҫитсе ташласа та юрласа кӑтартаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем «Дружба» (чӑв. Туслӑх) хуҫалӑхри ӗҫченсем патне ҫитнӗ. Аслисемпе пӗрлех ачасем те тыр-пул выракансене тата ӑна пуҫтарса кӗртекенсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Концерт хыҫҫӑн механизаторсем кӑмӑллӑ юлни пирки пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсене вӗсем йӑл кулӑпа хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канаш районӗнчи Сивҫырма — пӗчӗк ял. Ҫурлан 22-мӗшӗнче туслӑ халӑх ял уявне пухӑннӑ. Таврара кӗвӗ янӑранӑ, илемлӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсен пичӗсем савӑнӑҫпа ҫиҫнӗ. Уяв концертне культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ. Вӗсен юррисем халӑх кӑмӑлне хӑпартнӑ, ташшисем савӑнтарнӑ. Сивҫырмасене саламламашкӑн Янкӑлч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.И.Кротов килнӗ. Ытти тӳре-шара та халӑха саламласа ырӑ сӑмахсем каланӑ. Уявра чи маттуррисене чысланӑ. О.Владимирова, М.Петровӑна, В.Михайлова Канаш район администрацийӗн тав хучӗпе хавхалантарнӑ. Унтан уяв ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ. Унта сивҫырмасем чун каниччен ташлама пултарнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче асра юлмалли уяв пулни пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева пӗлтерет. Яла пырса кӗнӗ ҫӗрте ял историне аса илтермелӗх «Пупӑлькасси. 1795-мӗш ҫулта ял ятне панӑ» тесе чул юпа ӑсталаса лартнӑ. Уншӑн ҫав ялта кун ҫути курнӑ, халӗ Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшакан Валерий Клементьев ял халӑхӗпе пӗрле капашсӑр пысӑк ӗҫ тунӑ. — Кашни ҫыннӑн тӑван ял умӗнче парӑм пур. Яла пулӑшмалла, ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратмалла. Ял пулсан чӑваш чӗлхи пурӑнать, йӑла-йӗрке упранать, — тесе шухӑшлать Валерий Клементьев. Ҫав кун ялта Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса палӑк тата Николай Асамҫӑ ячӗпе часавай уҫнӑ. Вӗсене уҫнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисем уяв лапамне пуҫтарӑннӑ. Унта республика ерӳтҫисемпе пӗрле сумлӑ хӑнасем, ялти ватти-вӗтти таран вӑйӑ картине тӑрса ял пуҫланӑранпа 220 ҫул тултарнине халалланӑ уява пуҫланӑ. Тӑван тӑрӑха манманшӑн, ял халӑхӗ валли пархатарлӑ ӗҫсем тунӑшӑн Етӗрне район пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ЧНК Президенчӗн пӗрремӗш ҫумне Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынна ята панине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |